Пӳрт тата ҫуртХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн. Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке. Ҫуртпа пӳрт хушшинче расналӑхне те палӑртма йывӑр. Вӗсене синонимсем тесе те калама юрать. «Пӳрт» сӑмах пирӗн чӗлхене марисенчен лекнӗ теҫҫӗ. Фасмер Балтипе славянсен тӑрӑхӗнчи сӑмах тесе ҫирӗплетет. Пирӗн тӗпчевҫӗсем те килӗшеҫҫӗ, ун тӗпчевне илсе параҫҫӗ. «Пӳрт» имӗш мари чӗлхинче «ҫурт» пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех финнсен, вепссен тата ыттисен ҫавнашкал сӑмахах «мунча» (тепӗр май каласан, пӗчӗк ҫурта палӑртаканскер) пӗлтерӗшлӗ. Авалхи славян чӗлхинче те унашкал сӑмах пур тет. Ман шутпа вара, гипотеза шайӗнче, «пӳрт» сӑмаха «пураллӑ ҫурт» сӑмах майлашӑвӗ кӗскелнипе пулнине пӑхма пулать. | ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Нумай пулмасть Google.Translate сервисри куҫарусен пахалӑхне ӳстермелли сообществӑра «Чӑвашла-Акӑлчанла» мӑшӑр хушӑннӑ. Унччен малтан «Акӑлчанла-Чӑвашла» мӑшӑр кӑна пурччӗ (унта пирӗн чӗлхен 7800 таран ӳсӗм пур). Ҫӗнӗлӗхе тӗплӗрех тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакна асӑрхама пулать: «Чӑвашла-Акӑлчанла» мӑшӑрта хальлӗхе вӗсем хатӗрленӗ мӑшӑрсене ҫеҫ тӗрӗслеме пулать. Чӑвашлисене акӑлчанла куҫарса пулӑшма май ҫук-ха. Тӗслӗхсене тишкернӗ хыҫҫӑн тата ҫакӑ палӑрчӗ: вӗсем ытларах енӗпе автоматически куҫарнисем. Тепӗр май каласан, Google команди чӑваш чӗлхиллӗ моделе ӑсталанӑ, унпа усӑ курса акӑлчанлисене куҫарнӑ. Вӗсене халь тӗрӗслеме ыйтаҫҫӗ. Асаилтеретпӗр, Google.Translate сервиса чӑваш чӗлхине хӑвӑртрах кӗртччӗр тесен эпир пӗрле кар! тӑрса ӗҫлесен кӑна май пур. Сӑмахран, акӑлчанла-чӑвашла мӑшӑрсене самай хушнӑ хыҫҫӑн Google команди пирӗн чӗлхене асӑрханӑ. Вӑл е ку чӗлхерен акӑлчанла куҫару ушкӑнӗсем пурин те ҫук. Чӑваш чӗлхи валли нумай пулмасть кӑна хушнӑ. Ҫавӑн пекех ҫакна пушкӑрт чӗлхи валли тунӑ. Раҫҫейри халӑхсене илес пулсан, акӑлчанла куҫакан пуплевӗш мӑшӑрсене ҫавӑн пекех тутарла кӗртме пулать, тата чечен чӗлхипе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫитес ҫул Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ иртмелле. Ҫавна май логотип суйлаҫҫӗ. Вӗренӳ министерстви сасӑлав йӗркеленӗ. Шел те, сасӑлава тӑратнӑ пур логотип та тенӗ пекех вырӑсла кӑна. Ҫакӑн пек ҫитменлӗх ҫине кӑтартнӑ хыҫҫӑн сасӑлавра хӗрӳ тавлашусем пуҫланнӑ. Хӗрӳ тавлашусенче кӳрентерӳ ытлашши ан вӑйланса кайтӑр тесех пуль ӗнтӗ Вӗренӳ министерстви комментарисене хупланӑ (редакци шухӑшӗпе ку ӗҫе чӑвашлисене ыйтасран туман пуль). Шел те, чӑваш чӗлхи кирлӗ мар текен шовинистла шухӑшсене хуратман, хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ пулса ӗҫлекен Александр Степанов ҫӗршыври конкурса хутшӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть Александр Степанов «Контактра» страницӑра хӑйӗн пикри хыпарланӑ. «Ставрополь тӑрӑхӗнче эпӗ 6-мӗш кун пурӑнатӑп ӗнтӗ. Пурӑнатӑп кӑна мар, тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекенсен ӑмӑртӑвне хутшӑнатӑп. Тӗрлӗ регионти 68 вӗрентекен хӑйӗн пултарулӑхне методика лаҫҫисенче, уроксенче, класс сехечӗсенче тата ӑсталӑх лаҫҫисенче кӑтартрӗ. Эпӗ те хамӑн пултарулӑха кӑтартрӑм, ЛАУРЕАТ ята тивӗҫрӗм. Каласа хӑвармалла, ку сумлӑ ята 17 вӗрентекен кӑна илме пултарчӗ. Малалла утма ӑнӑҫу ҫитмерӗ пуль! Тепӗр майлӑ шутласан лауреата тивӗҫни тата та аван. Аталанма май пур. Ҫитес ҫулсенче хутшӑнса ҫӗнтерӗп. Ун пек пӗтӗмлетӳ тума пур май та пур)», — тесе пӗлтернӗ вӑл авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче хыпар тухрӗ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата ҫитес ҫултан хупма палӑртнӑ. Чӑннипех те тӗлӗнмелле хыпар пулчӗ маншӑн. Ара, 2020 ҫулта йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн (ӑна эп кунта тишкернӗччӗ) чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70%-ран чакмалла мар-ҫке! Вӑл программӑра (тӗрӗссипе ҫумпрограмма темелле те, анчах каплах калӑпӑр) тӗллевлӗ кӑтартусен пайӗ пур. Шӑп та лӑп 5-мӗш пунктра 2025 ҫул вӗҫӗччен (2021–2025 ҫулсем валли хатӗрленӗ-ха та…) патшалӑх кӑларакан Чӑваш Республикинче чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70 процентпа танлашмалли тӗллеве кӑтартнӑ. Паллах ӗнтӗ, ку хисепе нимӗнле тӗпчев тумасӑр, мӗнле цифра лартас тенӗ ҫавнашкал ҫырса тухнӑ. Ун чухнех ӗнтӗ вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫлама вӑй хурас темен пулас. Хуть унта 70 ҫыр, хуть 80, хуть 50... Вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн программӑна чӑннипе шавлама кӑна хатӗрлени палӑрса пырать. Ҫулталӑк ытла иртнӗ хыҫҫӑн унашкал программа пурри пирки тӳре-шара манса кайнӑ пулас. | ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрлекен «Атӑл.Тӑлмач» онлайн-куҫаруҫӑри модель ҫӗнелнӗ. Енчен те малтанхине 673 пин мӑшӑрпа вӗрентнӗ пулсан, хальхине вӗрентме 1 127 пин мӑшӑрпа усӑ курнӑ. Ҫапла май куҫару пахалӑхӗ ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл «Яндекс.Тӑлмачран» пӗрре те кая мар куҫарать, хӑш чухне ирттерет те. Ку ӗнтӗ моделе вӗрентнӗ чухне ытларах мӑшӑрсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, ҫулталӑкӑн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхин модельне 1 миллион мӑшӑрпа вӗрентсе ҫӗнетнӗччӗ. «Атӑл.Тӑлмача» вӗрентнӗ чухне вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи мӑшӑрсен йышӗ тата та ӳсрӗ — 1 миллион та ҫӗр пинрен иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пухӑннӑ мӑшӑрсемпе ҫеҫ мар, унсӑр пуҫне ытти ҫӑлкуҫсенчен пуҫтарнисемпе те туллин усӑ курнӑ. Ҫав шутра — моно корпуссемпе те (калӑпӑр, Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи текстсемпе, Чӑваш халӑх сайчӗн Литература кӗтесне вырнаҫтарнӑ текстсемпе тата ыттипе те). Ку та пахалӑха ӳстерме май пачӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче «Атӑл.Тӑлмачра» ҫавӑн пекех тепӗр ҫӗнӗлӗх те хушӑнчӗ — сайтра вӑйӗ мелӗпе усӑ курса халь кашни хутшӑнаканӑн тӳпине палӑртма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степанов страницинчи сӑнӳкерчӗк Республика тулашӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсен ачисем «Эткер» уйлӑха ҫулсеренех пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулнӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен 20 ытла ача килсе ҫитнӗ. Вӗсемпе пӗр кунхине Шупашкар хулинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ тата уйрӑм предметсемпе тарӑн пӗлӳ паракан 40-мӗш шкулти чӑваш чӗлхи учителӗ Александр Степанов тӗл пулнӑ, Чӑваш Енӗн тӗп хулипе паллаштаракан экскурси ирттернӗ. Александр Марсович «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «20 ытла ачаран 2-3 ача кӑна чӑвашла калаҫмасть, анчах та вӗсем те аванах ӑнланаҫҫӗ». «Эппин, пирӗн шанӑҫ пур!!!» — хавхаланнӑ пултаруллӑ педагог. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степановӑн «Контактра» страницинчи постран илнӗ скриншот «Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?» — ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Александр Степанов ҫапларах ҫырса пӗлтернӗ: «Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви нумаях пулмасть сӗнӳ кӑларчӗ. Ун тӑрӑх, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине 3 сехетрен кая мар вӗрентмелле. Ку пӗр енчен ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен хула шкулӗсенче е пачах та чӑваш чӗлхине вӗрентмен, е 1-2 сехет кӑна пулнӑ. Ырламалла ҫеҫ пек. Тепӗр енчен ялти шкулсен хӑй евӗрлӗхне шута илмест ку документ. Ялти шкулсенче, тӗслӗхрен, 5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе литератури валли 5 сехет уйӑрнӑ пулнӑ. Эппин, вӗсен сехечӗсем чакаҫҫӗ-и? Ку мӗн туни пулать вара? Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?» Ку ыйту хуравне республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлеҫҫӗ пулинех... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() онлайн-курс страницинчен илнӗ скриншот Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Алпарух (Александр Блинов) чӑваш чӗлхине хӑвӑрт вӗренмелли тӳлевсӗр курса ҫырӑнма сӗнет. Чӑваш чӗлхине Алпарух хӑй вӗрентӗ. Заняти эрнере икӗ хутчен, каҫсерен, иртӗ. Онлайн-вӗренӗве авӑн тата юпа уйӑхӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Чӗлхене вӗренес текенсен ҫак каҫӑпа иртсе заявка хӑварма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2022-2023 ҫулсенче тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне уявлама ЮНЕСКО шайӗнчех йышӑннӑ. Пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрта тата Чӑваш Енӗмӗрте те ку датӑна сума сӑвӗҫ. Асӑннӑ вунӑҫуллӑха ирттерме республика Правительствин ларӑвӗнче йӗркелӳ комитетне ҫирӗплетнӗ. Мероприятисен планне шкул ачисен чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиадине, «Тӑван чӗлхепе литературӑн уҫӑ урокӗ» регионсем хушшинчи фестивальне, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене, ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсне, чӑваш чӗлхин орфографи словарьне тата чӑваш чӗлхипе тата литературипе справка материалӗ пичетлесе кӑларассине тата ыттине те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |